Чăваш АССР министрсен совечĕ çуменчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наукисен тĕпчев институчĕ. — Шупашкар: 1979. — 153 с.
Совет союзĕнчи вырăс мар халăхсем хальхи вăхăтра хăйсен çыхăн-хутшăнури (коммуникацири) ӳссех пыракан нумай тĕрлĕ нушисене, ыйтăвĕсене икĕ майпа тивĕçтереççĕ. Пĕр енчен, вĕсем çак тĕллевпе хăйсен чĕлхисене пур майсемпе те аталантараççĕ, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе витĕмлĕхне ӳстереççĕ. Тепĕр енчен, тăванла халăхсем вырăс чĕлхине лайăхрах та лайăхрах пĕлсе çитеççĕ, унпа урăх халăх çыннисемпе хутшăнма, наука пĕлĕвĕсемпе культура çитĕнĕвĕсемпе алла илме ытларах та усă кураççĕ.